Иоанн 7
7
7-мӗш сыпӑк
Иисуса тӑванӗсем ӗненменни
1Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен. 2Иудейсен чатӑр уявӗ ҫывхарса килнӗ. 3Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай. 4Мӗншӗн тесен паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт». 5Тӑванӗсем те Ӑна ӗненмен. 6«Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт. 7Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть. 8Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха». 9Ҫапла каласа Иисус Галилейӑрах юлнӑ.
Иисус чатӑр уявӗнче
10Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесӗр пынӑ. 11Уявра иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем: «Ӑҫта Вӑл?» – тесе Ӑна шыранӑ. 12Халӑх хушшинче Ун пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳренӗ. «Ырӑскер Вӑл», – тесе каланӑ пӗрисем. «Ҫук, ҫук! Вӑл халӑха улталать кӑна!» – хирӗҫленӗ теприсем. 13Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ.
14Ҫур уяв иртнӗ тӗлелле Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗренте пуҫланӑ. 15«Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем. 16Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн вӗрентӗвӗм Хамран мар, Мана кунта Яракантан. 17Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ. 18Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр. 19Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?» 20Халӑх Ӑна хирӗҫ: «Сана усал ермен-и? Кам сана вӗлересшӗн?» – тесе каланӑ. 21Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: «Эпӗ шӑмат кун йӑлине пӗрре пӑсрӑм та, эсир пурте тӗлӗнетӗр. 22Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ. Тӗрӗссипе, ку йӑла Моисейран та мар, мӑн аслаҫӑрсенченех тухнӑ. Ҫавӑнпа эсир шӑмат кун та ӳт кастаратӑр. 23Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр? 24Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ суд туса айӑплӑр».
Килмелли Христос Вӑлах-и?
25Ҫавӑн чух Иерусалим ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗри: «Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? – тенӗ. 26– Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫапах та Ӑна никам та чармасть. Тен, Вӑл чӑнах Христос пулнине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ? 27Анчах та эпир Вӑл ӑҫта ҫуралса ӳснине пӗлетпӗр. Турӑ Суйласа илни килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ». 28Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр. 29Ун патӗнчен килнӗ пирки Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Мана Вӑл ячӗ». 30Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха. 31Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.
Иисуса тытасшӑн пулни
32Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ. 33Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ, часах Хама кунта Яракан патне кайӑп. 34Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр». 35«Эпир тупмалла марах ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? – тесе калаҫнӑ иудейсем. – Тен, Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсене, унтан тата грексене вӗрентсе ҫӳресшӗн? 36Тата Вӑл „Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр, Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ тесе калани мӗне пӗлтерет-ши?»
Чӗрӗлӗх юхан шывӗсем
37Уявӑн юлашки, аслӑ кунӗнче Иисус ура ҫине тӑрса пурте илтмелле ҫапла каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр. 38Кам мана ӗненет, унӑн, Ҫырнинче каланӑ пек, „чӗринчен чӗрӗлӗх юхан шывӗсем юхӗҫ“». 39Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха.
40«Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ. 41«Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке! 42Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?» 43Вара халӑх Иисус пирки тавлашсах кайнӑ. 44Хӑшӗ-пӗри Иисуса тытасшӑн та пулнӑ, ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен.
Фарисейсемпе аслӑ священниксен ӗненменлӗхӗ
45Ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем аслӑ священниксемпе фарисейсем патне тавӑрӑннӑ. «Эсир мӗншӗн Ӑна тытса килмерӗр?» – тӳрех ыйтнӑ лешсем. 46«Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем. 47«Вӑл вара мӗн, сире те Хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ-им? – ыйтнӑ фарисейсем. 48– Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна? 49Саккун мӗнне те пӗлмен хура халӑх ҫеҫ ӗненет Ӑна, ылханлӑ халӑх!» 50Анчах та хӑйсен ҫынниех, Никодим, пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: 51«Пирӗн саккун кам мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ҫынна айӑплама хушать-и?» 52«Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».
53Унтан пурте килӗсене саланнӑ.
Айни замон обунашуда:
Иоанн 7: RSO
Лаҳзаҳои махсус
Паҳн кунед
Нусха
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009