Иоанн 12
12
12-мӗш сыпӑк
Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
(Мф. 26:6-13; Мк. 14:3-9)
1Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ. 2Иисус пынӑ ятпа унта каҫхи апат хатӗрленӗ. Марфа хӑнасене пӑхнӑ. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ. 3Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ. 4Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот, Симон ывӑлӗ#12:4 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Симон ывӑлӗ» сӑмахсем ҫук. , ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: 5«Ку ҫӑва виҫ ҫӗр динарийлӗх сутса укҫине чухӑнсене валеҫсе памалла марччӗ-и?» 6Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ. 7«Ан чӑрмантарӑр ӑна, – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. – Вӑл ку ҫӑва Мана пытарас кун валли усрать. 8Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».
9Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ. 10Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерес тесе кавар тунӑ. 11Мӗншӗн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Иисус Христос Иерусалима кӗни
(Мф. 21:1-11; Мк. 11:1-11; Лк. 19:28-40)
12Тепӗр кунне пасха уявне пынӑ халӑх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарӑлнӑ. 13Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна!#12:13 Осанна – еврейла «ҫӑлсамччӗ» тенине пӗлтерет; ку сӑмахпа мухтав сӑмахӗ пек те усӑ курнӑ. Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем. 14Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 15«Эй, Сион хӗрӗ#12:15 Сион хӗрӗ – Иерусалимра пурӑнакансем. , ан хӑра! Акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет». 16Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ. 17Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, епле ӑна чӗртсе тӑратнине курнӑ-илтнӗ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ. 18Ҫав хӑвата Иисус тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна хирӗҫ тухнӑ. 19«Куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр, пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять», – тесе калаҫнӑ хӑйсем хушшинче фарисейсем.
Грексемпе тӗл пулни
20Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче грексем те пулнӑ. 21Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ. 22Хайхи Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрея кайса калать. Унтан вара вӗсем, Андрейпа иккӗшӗ, ҫавӑн ҫинчен Иисуса Хӑйне пӗлтереҫҫӗ. 23Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ. 24Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тӑпрана ӳксен шӑтман тулӑ пӗрчи пӗр пӗрчӗ халлӗнех упранса юлать. Анчах та, хӑй пӗтсе шӑтса тухсан, тулли пучах пултарать. 25Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ. 26Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».
Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ ҫинчен малтанах каласа хуни
27«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ. 28Эй, Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та чаплӑлатӑп!» – тенӗ сасӑ илтӗннӗ. 29Унта тӑракан халӑх та ҫав сасса илтнӗ. «Аслати пулчӗ пулас ку», – тенӗ пӗрисем. «Ангел Унпа калаҫрӗ», – тенӗ теприсем. 30Ҫакнашкал калаҫнине илтсен Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ку сасӑ Маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ! 31Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ. 32Ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, Эпӗ пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп!» 33Ҫак сӑмахсемпе Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилессе систернӗ. 34«Христос ӗмӗр-ӗмӗр пуласса эпир саккун кӗнекинченех пӗлетпӗр, – тенӗ ҫынсем. – Епле тата Эсӗ „Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинчен ҫӗкленмелле“ тетӗн? Ҫав „Этем Ывӑлӗ“ текенни кам вара Вӑл?» 35Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест. 36Ҫутӑ пур чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ачисем пулӑр!»
Ҫак сӑмахсене каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайса ҫухалнӑ.
Иудейсем ӗненменнин сӑлтавӗ
37Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен. 38Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ. «Эй, Хуҫа Туррӑмӑр, – тенӗ пулнӑ вӑл, – эпир каланине кам ӗненчӗ-ха? Хуҫа Туррӑмӑрӑн хӑвачӗ кама курӑнчӗ?» 39Вӗсем ӗненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланӑ: 40«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ». 41Ҫак сӑмахсене Исаия пророк Ун ҫинчен каланӑ, ӑна Христос мухтава тухасси курӑннӑ пулнӑ. 42Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман. 43Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.
Юлашки кун ҫитсессӗн Иисус сӑмахӗ айӑплӗ
44Иисус кӑшкӑрсах каланӑ: «Мана ӗненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ӗненет. 45Мана куракан Мана кунта Яракана курать. 46Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм. 47Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ. 48Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ. 49Мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран каламастӑп, мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатӑп. 50Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп».
Айни замон обунашуда:
Иоанн 12: RSO
Лаҳзаҳои махсус
Паҳн кунед
Нусха
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009