Матфей 11
11
11-мӗш сыпӑк
1Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне ӑс парса каланӑ хыҫҫӑн Иисус, ҫав хуларан тухса, вӗрентме тата ӳкӗтлеме ытти хуласене кайнӑ.
Иоанӑн вӗренекенӗсем тата Иисус
(Лк. 7:18-35)
2Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чух Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне: 3«Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ. 4Иисус вӗсене хуравланӑ: «Мӗн курни-илтнине Иоана кайса каласа кӑтартӑр: 5суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать. 6Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».
7Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 8Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтирлӗ ҫынна курма-и? Анчах та капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. 9Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире, вӑл пророкран та аслӑ. 10„Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. 11Чӑн калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах та Ҫӳлти Патшалӑхри чи кӗҫӗнни те унран аслӑ. 12Шыва кӗртекен Иоанран пуҫласа паян кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха тӑрӑшулӑхпа илеҫҫӗ, пит тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ. 13Мӗншӗн тесен Иоанн киличчен мӗн пур пророкла каланисене тата Моисей саккунне пӗлтернӗ ӗнтӗ. 14Эсир ҫак шухӑшӑма йышӑнма хатӗр пулсан, калам: Иоанн вӑл – килмелле тенӗ Илия. 15Илтме хӑлха пурри илттӗр!
16Кампа танлаштарам-ши ҫак ӑру ҫыннисене? Вӗсем урамра ларакан ачасем евӗрлӗ, вӗсем хӑйсен юлташӗсене ҫапла калаҫҫӗ: 17„Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“. 18Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем. 19Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Ӳкӗнмен хуласене хуйхӑ пулӗ
(Лк. 10:13-15)
20Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ӳпкелеме тытӑннӑ: 21«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 22Калатӑп сире: суд кунӗнче Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 23Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ. 24Ҫапах та калатӑп сире: суд кунӗнче Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ман патӑма килӗр те канлӗх илӗр
(Лк. 10:21-22)
25Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. 26Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ. 27Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ. 28Эй, эсир, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем! Пурте Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире канлӗх парӑп. 29Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа Ман туртам хушшине тӑрӑр, Манран тӗслӗх илӗр, вара канлӗхӗре тупӑр. 30Мӗншӗн тесен Ман лава туртма ырӑ, Ман ҫӗклемӗм ҫӑмӑл».
Nu markerat:
Матфей 11: RSO
Märk
Dela
Kopiera
Vill du ha dina höjdpunkter sparade på alla dina enheter? Registrera dig eller logga in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009