Матфей 5

5
5-мӗш сыпӑк
Ту ҫинче вӗрентни. Телейлӗх пил-хушӑвӗсем
(Лк. 6:20-23)
1Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ. 2Иисус вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ: 3«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. 4Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ. 5Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, вӗсене ҫӗр тивӗ. 6Тӳрӗлӗхе выҫӑхса ҫитнӗ пек, ӑш хыпса ҫитнӗ пек шыракансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ. 7Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ. 8Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ. 9Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ. 10Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. 11Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ. 12Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Тӗнче тӑварӗпе тӗнче ҫути
(Мк. 9:50; Лк. 14:34-35)
13«Эсир – тӗнче тӑварӗ. Тӑвар хӑй хӑватне ҫухатсан, епле ӑна тӑварлӑ тӑвӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма кӑна кӑларса тӑкмалла. 14Эсир – тӗнче ҫути. Ту ҫинче ларакан хула курӑнмасӑр юлмӗ. 15Ҫутаткӑҫа та ҫутсан чӳлмекпе хупламаҫҫӗ; пӳртрисене пурне те ҫутӑ пултӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. 16Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».
Христос тата саккун
17«Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ. 18Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ. 19Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ. 20Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр».
Ҫилӗ ҫинчен
21«„Ан вӗлер, ҫынна вӗлерекен суда тивӗҫлӗ“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ. 22Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ. 23Ҫапла вара, эсӗ Турра парне кӳмелли вырӑна пырсан, тӑвану сана кӳреннине аса илсен, 24парнӳне унтах, парне вырӑнӗ умӗнчех, хурса хӑвар та тӑванупа кайса ҫураҫ. Вара тин тавӑрӑнса парнӳне кӳр. 25Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. 26Чӑн калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
Мӑшӑра улталани тата уйӑрӑлни ҫинчен
27«„Мӑшӑрна ан ултала“, – тесе авалах каланине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 28Эпӗ вара сире калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кашни ҫын хӑйӗн чунӗнче мӑшӑрне улталать. 29Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. 30Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах.
31„Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярать, ҫавӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ памалла“, – тенӗ тата авалах. 32Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярать, ҫав ӑна мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑратать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Тупа тӑвасси ҫинчен
(Мф. 19:9; Мк. 10:11-12; Лк. 16:18)
33«Тата эсир авалах каланӑ ҫак сӑмахсене те илтнӗ ӗнтӗ: „Тупа тунинчен ан ирт, Хуҫа Турӑ умӗнче тупа тунине пурнӑҫла“. 34Эпӗ вара сире калатӑп: нимӗн ячӗпе те тупа ан ту. Пӗлӗтпе те тупа ан ту, вӑл Туррӑн престолӗ. 35Ҫӗрпе те тупа ан ту, вӑл Турӑ ури айӗн кантармалӑхӗ. Иерусалимпа та тупа ан ту, вӑл аслӑ Патша хули. 36Пуҫупа та тупа ан ту, эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчин тӗсне те улӑштарма пултараймастӑн. 37Сирӗн мӗн калани те ҫакӑ ҫеҫ пултӑр: „ҫапла, ҫапла“; „ҫук, ҫук“. Ҫак сӑмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать».
Усала усалпа ан тавӑр
(Лк. 6:29-30)
38«„Куҫшӑн – куҫ, шӑлшӑн – шӑл“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 39Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. 40Кам санпа судлашса кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар. 41Кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм уттарать, унпа пӗрле иккӗ кай. 42Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес текенрен ан пӑрӑн».
Тӑшманӑрсене юратӑр
(Лк. 6:27-28, 32-36)
43«„Хӑвна ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. 44Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр#5:44 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «хӑвӑра ылханакансене...ырӑ тӑвӑр» сӑмахсем ҫук. , хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр. 45Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать. 46Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им? 47Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им? 48Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».

Valið núna:

Матфей 5: RSO

Áherslumerki

Deildu

Afrita

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in