1
Матфей 5:15-16
Синодальный НЗ
Ҫутаткӑҫа та ҫутсан чӳлмекпе хупламаҫҫӗ; пӳртрисене пурне те ҫутӑ пултӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».
Lee anya n'etiti ihe abụọ
Nyochaa Матфей 5:15-16
2
Матфей 5:14
Эсир – тӗнче ҫути. Ту ҫинче ларакан хула курӑнмасӑр юлмӗ.
Nyochaa Матфей 5:14
3
Матфей 5:8
Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ.
Nyochaa Матфей 5:8
4
Матфей 5:6
Тӳрӗлӗхе выҫӑхса ҫитнӗ пек, ӑш хыпса ҫитнӗ пек шыракансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.
Nyochaa Матфей 5:6
5
Матфей 5:44
Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Nyochaa Матфей 5:44
6
Матфей 5:3
«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Nyochaa Матфей 5:3
7
Матфей 5:9
Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ.
Nyochaa Матфей 5:9
8
Матфей 5:4
Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ.
Nyochaa Матфей 5:4
9
Матфей 5:10
Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Nyochaa Матфей 5:10
10
Матфей 5:7
Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ.
Nyochaa Матфей 5:7
11
Матфей 5:11-12
Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ. Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Nyochaa Матфей 5:11-12
12
Матфей 5:5
Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, вӗсене ҫӗр тивӗ.
Nyochaa Матфей 5:5
13
Матфей 5:13
«Эсир – тӗнче тӑварӗ. Тӑвар хӑй хӑватне ҫухатсан, епле ӑна тӑварлӑ тӑвӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма кӑна кӑларса тӑкмалла.
Nyochaa Матфей 5:13
14
Матфей 5:48
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».
Nyochaa Матфей 5:48
15
Матфей 5:37
Сирӗн мӗн калани те ҫакӑ ҫеҫ пултӑр: „ҫапла, ҫапла“; „ҫук, ҫук“. Ҫак сӑмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать».
Nyochaa Матфей 5:37
16
Матфей 5:38-39
«„Куҫшӑн – куҫ, шӑлшӑн – шӑл“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар.
Nyochaa Матфей 5:38-39
17
Матфей 5:29-30
Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах.
Nyochaa Матфей 5:29-30
Ulo
Akwụkwọ Nsọ
Atụmatụ
Vidiyo