Лука 17:1-2
Лука 17:1-2 RSO
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ. Ӑна, мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртнинчен лайӑхрах пулӗччӗ.