YouVersion Logo
Search Icon

Матфей 9

9
9-мӗш сыпӑк
Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни
(Мк. 2:1-12; Лк. 5:17-26)
1Унтан Иисус кимӗ ҫине ларса каялла ишсе каҫнӑ та Хӑй пурӑнакан хулана тавӑрӑннӑ. 2Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. 3«Вӑл Турра хурлать», – тесе шухӑшланӑ ҫавӑн чухне хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем. 4Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе тӑрса: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ырӑ мара шухӑшлатӑр? – тенӗ. 5– Мӗн калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме? 6Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ. 7Лешӗ тӑнӑ та вырӑнне илсе килне кайнӑ. 8Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
Матфея чӗнни
(Мк. 2:13-17; Лк. 5:27-32)
9Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 10Пӗррехинче Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем пӗр пӳртре апат ҫинӗ. Ҫавӑн чухне налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумайӑшӗ пынӑ та вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ. 11«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене. 12Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус фарисейсене ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. 13„Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни
(Мк. 2:18-22; Лк. 5:33-39)
14Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ те ҫапла ыйнӑ: «Фарисейсем те, эпир те нумай типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?» 15Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ. 16Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ. 17Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ. Апла тусан хутаҫӗ ҫурӑлса каять те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять. Ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлаҫҫӗ».
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мк. 5:21-43; Лк. 8:40-56)
18Иисус вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пӗр пуҫлӑх Ун патне пынӑ та пуҫҫапсах каланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсам, вара вӑл чӗрӗлӗччӗ». 19Иисус тӑнӑ та вӗренекенӗсемпе пӗрле ун хыҫҫӑн утнӑ. 20Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ. 21«Унӑн тумтирне сӗртӗнсенех сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл хӑй ӑшӗнче. 22Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ. 23Унтан Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен Вӑл хӑйсен йӑлипе виле ҫинче кӗвӗ калакансене, ним тума аптӑранӑ ҫынсене курнӑ. 24Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Тухӑр-ха кунтан, хӗр ача вилмен, вӑл ҫывӑрать кӑна». Ҫакна илтсен Иисусран кулма пуҫланӑ. 25Халӑха кӑларсан Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ, вара хӗр тӑнӑ. 26Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Икӗ суккӑра тата чӗлхесӗр ҫынна сыватни
27Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ. 28Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем. 29Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр». 30Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус. 31Анчах та тухса кайсанах вӗсем ҫав таврара пур ҫӗрте те Ун ҫинчен калаҫса ҫӳренӗ.
32Вӗсем тухса кайнӑ чух Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ. 33Усалне хӑваласа кӑларсан чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. «Израильте кунашкалли нихӑҫан та пулманччӗ», – тесе калаҫнӑ халӑх тӗлӗнсе. 34Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал
35Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ. 36Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. 37Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. 38Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр».

Currently Selected:

Матфей 9: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in