YouVersion Logo
Search Icon

Лука 6:27-49

Лука 6:27-49 RSO

«Анчах та сире, сӑмахӑма итлекенсене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр. Хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, кӳрентерекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр. Хӑвна пӗр енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. Санран ҫиелти тумтире туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. Пур ыйтакана та пар. Хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра. Ҫынсене хӑвӑрпа мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ. Хӑвӑршӑн ырӑ ӗҫ тӑвакансене кӑна ырӑ тӑватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. Тавӑрса паракан, шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ кивҫен паратӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те, каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсене кивҫен параҫҫӗ. Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ. Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр». «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ. Парӑр, вара хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗрҫи ҫине хурӗҫ. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ». Тата Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреме пултарать-и? Апла вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? Вӗренекен хӑйӗн вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть. Ҫапах та пӗлӗвне ӳстерсен кирек кам та хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать. Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? Хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн пулсан епле-ха эсӗ: „Тӑванӑм, куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе мӗнле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн». «Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть. Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Смоква ҫимӗҫне кӳкен тӗмми ҫинчен татмаҫҫӗ, иҫӗм ҫырлине те шӑлан тӗмми ҫинчен пуҫтармаҫҫӗ. Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать». «Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр? Ман пата килекен, Ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. Вӑл, тарӑн алтса, ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв тулса ҫитсен ҫав ҫурт патне пырса капланнӑ, ҫапах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ҫуртне чул ҫине лартнӑ. Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв капланса пырсан ҫав ҫурт самантрах йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».