Иоанн 3
3
3-мӗш сыпӑк
Иисус Никодимпа калаҫни
1Фарисейсем хушшинче иудейсен пӗр пуҫлӑхӗ, Никодим ятлӑскер, пулнӑ. 2Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук». 3«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ». 4«Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултарӗ? – тӗлӗнсе ыйтнӑ Никодим. – Вӑл тепӗр хут амӑш варне кӗрсе ҫуралма та пултарать-им?» 5«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус. 6– Ҫын ӳт-пӗвӗнчен ӳт-пӳ кӑна ҫуралать, чун-чӗм вара Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралать. 7„Сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла“ тенӗ сӑмахӑмран эсӗ ан тӗлӗн. 8Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет. Эсӗ ҫил кашланине илтетӗн пулин те, вӑл ӑҫтан тухнине, ӑҫта кайнине пӗлместӗн. Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралнӑ кашни ҫынпах ҫапла пулать». 9«Мӗнле майпа пулма пултарать-ха вӑл?» – ыйтнӑ Никодим. 10Иисус ӑна хирӗҫ тавӑрса каланӑ: «Эсӗ – Израиль халӑхне вӗрентекен – ҫавна та пӗлместӗн-и? 11Чӑн-чӑнах калатӑп сана: Эпир Хамӑр мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эсир ҫапах та Эпир ҫирӗплетсе пӗлтернине йышӑнмастӑр. 12Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан ҫӳлти пирки каланине епле ӗненӗр? 13Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха. 14-15Ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пуш хирте ҫӗлене ҫӗкленӗ евӗрлех, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.
16Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ. 17Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. 18Турӑ Ывӑлне ӗненекен айӑплӑ пулмӗ. Ӑна ӗненменни вара Туррӑн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне ӗненменрен айӑпа юлнӑ та ӗнтӗ. 19Айӑпӗ вара ҫакӑ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, ӗҫӗсем усал пулнӑран, тӗттӗме ҫутӑран ытла юратрӗҫ. 20Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсем палӑрасран вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем усал. 21Тӗрӗс пурӑнакан вара, ӗҫӗсем палӑрччӑр тесе, ҫутталла туртӑнать, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ».
Иисус тата Шыва кӗртекен Иоанн
22Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ. Унта Вӑл вӗренекенӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ. 23Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв ҫителӗклех пулнӑ. Ҫынсем ун патне пыра-пыра шыва кӗнӗ. 24Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха. 25Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалу йӑли пирки тавлашу сиксе тухнӑ. 26Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ». 27«Ҫӳлти Турӑ ӑнӑҫу памасӑр ҫын нимӗн те ӑнӑҫтарма пултараймасть, – тенӗ вӗсене Иоанн. 28– Эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ тесе каланӑччӗ эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене эсир хӑвӑр та ҫирӗплетме пултаратӑр. 29Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ. 30Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла».
Ҫӳлтен Килекенни
31«Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ. 32Вӑл Хӑй курни-илтнине пӗлтерет, анчах та Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтернине никам та йышӑнмасть. 33Вӑл пӗлтернине йышӑнакан ҫапла туса Турӑ чӑн-чӑннине ӗнентерет. 34Турӑ Яни Турӑ сӑмахӗпе калаҫать, мӗншӗн тесен Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать. 35Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ. 36Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».
Currently Selected:
Иоанн 3: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009