Иоанн 15
15
15-мӗш сыпӑк
Христос – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ
1Иисус тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара – пахчаҫӑ. 2Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать. 3Эсир ӗнтӗ ӳкӗтлесе вӗрентнӗ Манӑн сӑмахӑмпа тасалтӑр. 4Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Ҫырла авӑрӗнчен уйӑрнӑ турат ҫырла тӑваймӗ, ҫавӑн пекех эсир те, Манра пулмасан, ҫимӗҫ параймӑр. 5Эпӗ – ҫырла авӑрӗ, эсир – туратсем. Эпӗ унра пулнӑ пекех, кам та кам Манра, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать; мӗншӗн тесен Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр. 6Кам Манра мар, ҫавна турата касса пӑрахнӑ пек касса пӑрахӗҫ те, вӑл типсе кайӗ. Типӗ туратсене вара пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ. 7Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ. 8Нумай ҫимӗҫ кӳнипе эсир Аттеме мухтава кӑларӑр, ҫапла майпа эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулӑр.
9Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм. Манӑн юратулӑхӑмпа пурӑнӑр. 10Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр. 11Ҫакна Эпӗ савӑнӑҫӑм сирӗн савӑнӑҫӑр пултӑр тесе, ҫав савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм. 12„Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр“, – тесе пил-хушу паратӑп сире. 13Хӑйӗн тусӗшӗн чунне панинчен ытларах юратулӑх пулма пултараймасть. 14Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр. 15Чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест, ҫавӑнпа Эпӗ ӗнтӗ сире чурамсем теместӗп. Хам Аттемрен мӗн илтнине Эпӗ сире пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп. 16Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. 17Пӗр-пӗрне юратса пурӑнма пил-хушу паратӑп сире».
Тӗнче курайманни
18«Тӗнче сире кураймасть пулсан, вӑл сирӗнтен те маларах Мана курайманнине пӗлсе тӑрӑр. 19Эсир ҫак тӗнче ҫыннисем пулнӑ пулсан, хӑйӗн ҫыннисене тӗнче юратӗччӗ. Эпӗ сире тӗнчерен суйласа илсе уйӑрнӑ пирки эсир ҫак тӗнче ҫыннисем мар. Ҫавӑнпа та тӗнче сире кураймасть. 20„Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ. 21Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест. 22Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ. 23Кам Мана кураймасть, вӑл Аттеме те кураймасть. 24Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ. 25Вӗсен саккунӗнче „Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланма ҫапла пулмалла та. 26Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ. 27Эсир те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем пулӑр, мӗншӗн тесен эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле».
Currently Selected:
Иоанн 15: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009