Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 7
7
7-мӗш сыпӑк
Стефан синедрион канашӗнче каланӑ сӑмах
1Ҫавӑн чухне аслӑ священник Стефанран: «Сана тӗрӗсех айӑплаҫҫӗ-и?» – тесе ыйтнӑ. 2Вара Стефан каланӑ: «Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Итлесемӗр мана. Мухтав Турри пирӗн Авраам мӑн асаттемӗре Харрана куҫса кайичченех, Месопотамирех курӑннӑ. 3„Хӑвӑн ҫӗр-шывунтан, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та, Эпӗ сана кӑтартнӑ ҫӗр-шывалла кай“, – тенӗ ҫавӑн чухне ӑна Турӑ. 4Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен куҫса пырса Харранта вырнаҫнӑ. Ашшӗ вилсен, Турӑ Авраама ҫак халӗ эсир пурӑнакан ҫӗр-шыва илсе ҫитернӗ. 5Кунта ӑна Турӑ ура лаппи чухлӗ те ҫӗр паман. Анчах та, Авраамӑн ачи-пӑчи пулман чухнех, Турӑ ӑна ҫак ҫӗр-шыва хӑйне те, ачисене те яланлӑха парасса шантарнӑ. 6Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑх-тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватӑ ҫӗр ҫула яхӑн вӗсем чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ. 7Анчах та Эпӗ, – тенӗ Турӑ, – вӗсене чуралӑхра усракан халӑха айӑплӑп. Вара вӗсем ҫав ҫӗр-шывран тухса ҫак вырӑнта мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ“. 8Вара, халалланине палӑртма, ӑна ӳт кастарма хушнӑ. Ҫапла вара, Исаак ҫуралсан, саккӑрмӗш кун унӑн ӳтне кастарнӑ. Исаакран Иаков ҫуралнӑ, Иаковран вун икӗ ӑру пуҫӗ ҫуралнӑ. 9Хайхи ӑру пуҫӗсем, кӗвӗҫсе, Иосиф ятлӑ пӗртӑванне Египета чуралӑха сутнӑ, анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ. 10Турӑ унӑн мӗн пур хуйхи-суйхине сирнӗ, ӑна вичкӗн ӑс панӑ, Египет патшин, фараонӑн, кӑмӑлне ун енне ҫавӑрнӑ. Вара фараон Иосифа Египет ҫӗрне те, патша керменне те пӑхса тӑракан пуҫлӑха лартнӑ. 11Кайран Египетпа Ханаан ҫӗрӗсенче выҫлӑх пуҫланнӑ, питӗ пысӑк инкек ҫитнӗ. Мӑн асаттемӗрсем выҫса вилмех пуҫланӑ. 12Вара Иаков Египетра тырӑ пур тенине илтсе хӑйӗн ывӑлӗсене унта малтанхи хут янӑ. 13Иккӗмӗш хут пырсассӑн тин Иосиф тӑванӗсене хӑй кам пулнине уҫса панӑ. Ҫапла майпа Иосиф ӑрӑвӗ ҫинчен фараон та пӗлнӗ. 14Иосиф вара хӑйӗн ашшӗне Иакова тата тӑванӗсене чӗнтерсе пынӑ. Вӗсем пурӗ ҫитмӗл пиллӗкӗн пулнӑ. 15Ҫапла Иаков Египета куҫса кайнӑ. Иаков та, унӑн ывӑлӗсем те виличченех унта пурӑннӑ. 16Вӗсен ӳчӗсене Сихема илсе тавӑрӑннӑ, тупӑклӑха хунӑ. Ҫав тупӑклӑха Авраам Сихемри Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл парса сутӑн илнӗ пулнӑ.
17Турӑ Авраама тупа туса сӑмах панин пурнӑҫланас вӑхӑчӗ ҫывхарнӑҫемӗн Египетра халӑх нумайлансах, йышлансах пынӑ. 18Иосифа пӗлмен урӑх фараон престол ҫине ларичченех халӑх йышӗ ҫапла ӳссе пынӑ. 19Ку патша вара пирӗн халӑха кураймасӑр чеен хӑтланнӑ: ҫуралса пыракан ачасене вилме кайса пӑрахтарса, вӑл мӑн асаттемӗрсене питӗ хӗсӗрленӗ. 20Шӑпах ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ, вӑл Турра та килӗшмелле хитре ача пулнӑ. Ашшӗ килӗнче ӑна виҫӗ уйӑха ҫитиччен пӑхса усранӑ. 21Кайран, кайса пӑрахтарсан, ӑна фараон хӗрӗ усрава илнӗ те хӑйӗн ывӑлӗ пекех пӑхса ӳстернӗ. 22Моисея Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтернӗ; вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.
23Хӗрӗх ҫул тултарсан унӑн хӑйӗн тӑванӗсене, Израиль ывӑлӗсене, кайса курас шухӑш кӗнӗ. 24Унта ҫитсен пӗрне пусмӑрланине курнӑ та ун хутне кӗнӗ. Хур кӑтартнӑшӑн тавӑрса вӑл Египет ҫыннине вӗлернӗ. 25Турӑ унӑн аллипе ҫӑлӑнӑҫ илсе килнине тӑванӗсем ӑнланӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл, анчах тӑванӗсем ӑнланайман. 26Тепӗр кунне Моисей еврей ҫынниех еврейпа ҫапӑҫнине курнӑ. Вӑл вӗсене ҫураҫтарма тӑрӑшнӑ. „Эсир тӑвансем-ҫке-ха, – тенӗ Моисей, – мӗншӗн пӗр-пӗрне кӳрентеретӗр?“ 27Ҫавӑн чухне вӗсенчен пӗри Моисея аяккалла тӗртсе янӑ. „Пирӗн пуҫлӑх, пирӗн судья пулма сана кам ирӗк пачӗ? – тенӗ вӑл. 28– Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек мана та вӗлересшӗн мар-и-ха эсӗ?“ 29Ҫак сӑмахсене илтсен Моисей Мадиам ҫӗрне тарса кайнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ. Мадиамра унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ.
30Хӗрӗхрен иртсен ӑна Синай тӑвӗ ҫумӗнчи пуш хирте, ҫунса тӑракан кӳкен тӗмми ӑшӗнче, Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. 31Ҫакна курсан Моисей питӗ тӗлӗннӗ. Лайӑхрах сӑнас тесе патнерех пырсан вара ӑна Хуҫа Туррӑмӑрӑн сасси илтӗннӗ: 32„Эпӗ – санӑн мӑн аслаҫусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хӑранипе чӗтресе, пуҫне ҫӗклесе пӑхма та хӑяйман. 33Вара Хуҫа Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: „Урунти пушмакна хыв, мӗншӗн тесен эсӗ тӑракан вырӑн – сӑваплӑ ҫӗр. 34Хамӑн халӑхӑма Египетра пусмӑрланине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп. Эпӗ ӑна хӑтармашкӑн антӑм. Халӗ ӗнтӗ каях, Эпӗ сана Египета яратӑп“. 35„Сана кам пирӗн пуҫлӑха, пирӗн судьяна лартрӗ?“ – тесе ҫынсем йышӑнман хайхи Моисея, кӳкен тӗмми ӑшӗнче ӑна курӑннӑ ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх тата хӑтаракан туса янӑ. 36Ҫав Моисей халӑха Египетран илсе тухнӑ. Вӑл Египетра, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче тата хӗрӗх ҫула яхӑн пуш хирте, тӗрлӗрен паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. 37Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Ӑна итлӗр“. 38Шӑпах ҫав Моисей пушӑ хирте пуҫтарӑннӑ мӑн асаттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ. Пире пӗлтермешкӗн вӑл Синай тӑвӗ ҫинче ангелран чӗрӗлӗх сӑмахӗсене илнӗ. 39Анчах мӑн асаттемӗрсем ӑна итлемен, чун-чӗрипе йышӑнман. Вӗсем каялла Египета тавӑрӑнасшӑн пулнӑ. 40Ҫавӑнпа вӗсем Аарона каланӑ: „Пире хамӑра ертсе пыракан турӑсем туса парсамччӗ. Мӗншӗн тесен хамӑра Египетран илсе тухнӑ Моисея мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр“. 41Ҫавӑн чухне вӗсем, пӑру евӗрлӗ кӗлетке туса, ӑна чӳкленӗ. Унтан, хӑйсем мӗн тунине курса, савӑнса уявланӑ. 42Турӑ вара вӗсене пӑрахнӑ, тӳпери хӑватсене пуҫҫапма та чарман. Пророксен кӗнекинчех ун пирки ҫапла ҫырнӑ: „Эй, Израиль йӑхӗ! Пуш хирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Маншӑн выльӑх пусрӑр-и, парнелӗхе кӳтӗр-и? Пусмарӑр. 43Эсир хӑвӑрпа пӗрле Молоха кӗлтумалли чатӑра, хӑвӑрӑн Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне илсе ҫӳрерӗр. Пуҫҫапса пурӑнмашкӑн эсир хӑвӑр валли хӑвӑр кӗлеткесем турӑр, ҫавӑнпа Эпӗ сире Вавилонран та аяккарах куҫарса ярӑп“.
44Пирӗн мӑн асаттесен пуш хирте кӗлӗ тумалли пуху чатӑрӗ пулнӑ. Ҫав чатӑра епле тумаллине Моисея Турӑ каланӑ, ӑна тӗслӗхне те кӑтартнӑ. 45Мӑн асаттесем ҫав чатӑра Иисус Навин ертсе пынипе ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫине куҫарнӑ. Унта урӑх халӑхсем пурӑннӑ пулнӑ, Турӑ вӗсене мӑн асаттесен куҫӗ умӗнчех хӑваласа янӑ. Чатӑрӗ вара ҫавӑнта Давид вӑхӑтӗчченех ларнӑ. 46Давид Турӑ умӗнче тивлетлӗ пулнӑ, Иаков Турри валли ҫурт тӑвасчӗ тесе кӗлтунӑ. 47Соломон вара Ун валли ҫурт туса лартнӑ. 48Анчах та, пророк каланӑ пек, Ҫӳлти Турӑ ҫын тунӑ ҫуртра пурӑнмасть. Пророк ҫапла каланӑ: 49„Манӑн престол – тӳпе, Манӑн ура айӗ – ҫӗр. Ман валли эсир мӗнле ҫурт туса парайӑр? – тет Хуҫа Туррӑмӑр. – Эпӗ канас вырӑна ӑҫта тӑвайӑр? 50Мӗн пуррине йӑлтах Манӑн аллӑм пултарман-им вара?“ 51Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр. 52Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр! 53Ангелсем пулӑшнипе сире саккун панӑччӗ, анчах эсир вӑл саккуна пӑхӑнас темерӗр».
Стефана вӗлерни
54Ҫак сӑмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнӑ, шӑлӗсене шатӑртаттара пуҫланӑ. 55Чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ. 56Вӑл вара каланӑ: «Авӑ, эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп». 57Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ. 58Унтан ӑна хуларан илсе тухнӑ та чулпа пере-пере вӗлере пуҫланӑ. Айӑп кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑк ури умне хывса хунӑ та 59Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан. 60Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 7: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009