Иисус пуҫне ҫӗкленӗ те, никам та тӑрса юлманнине курса, хӗрарӑмран ыйтнӑ: «Эй, хӗрарӑм, сана айӑплакансем ӑҫта кайса кӗчӗҫ? Никам та сана айӑпламарӗ-и?» «Никам та айӑпламарӗ, Хуҫамӑр!» – тавӑрнӑ хӗрарӑм. «Эпӗ те сана айӑпламастӑп. Каях, текех ҫылӑха ан кӗр», – тенӗ Иисус.