YouVersioni logo
Search Icon

Лука 4:9-12

Лука 4:9-12 RSO

Вара шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан аялалла сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». Иисус шуйттана хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тенӗ Ҫырнинче».