Иоанн 21:15-17
Иоанн 21:15-17 RSO
Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул». Иисус унран тата тепӗр хут ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул». Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.