1
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:16
БИБЛИ
CHB
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ.
Compare
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:16
2
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:17
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине тӗнчене сут тумашкӑн яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:17
3
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:3
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ, тенӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:3
4
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:18
Ӑна ӗненекен айӑплӑ пулмӗ, Ӑна ӗненменни айӑпа юлнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне ӗненмен.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:18
5
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:19
Сут ҫакӑ ӗнтӗ вӑл: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем ҫутӑран ытларах сӗмлӗхе юратрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗсем усалччӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:19
6
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:30
Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:30
7
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:20
Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть; хӑйӗн ӗҫӗсем ан курӑнччӑр тесе, вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗҫӗсем усал.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:20
8
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:36
Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать, тенӗ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:36
9
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:14-15
Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:14-15
10
Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:35
Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пурне те Унӑн аллине панӑ.
Explore Иоанн ҫырнӑ Евангели 3:35
Home
Bible
Plans
Videos