1
Матфей 15:18-19
Синодальный НЗ
Ҫӑвартан тухаканни вара – чун-чӗререн тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ҫавӑ ирсӗрлетет. Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ.
Compare
Explore Матфей 15:18-19
2
Матфей 15:11
Ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет».
Explore Матфей 15:11
3
Матфей 15:8-9
„Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑмалла ҫывхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».
Explore Матфей 15:8-9
4
Матфей 15:28
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
Explore Матфей 15:28
5
Матфей 15:25-27
Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ. Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар». «Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫам, – тенӗ хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».
Explore Матфей 15:25-27
Home
Bible
Plans
Videos