1
Иоанн 19:30
Синодальный НЗ
Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Compare
Explore Иоанн 19:30
2
Иоанн 19:28
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ».
Explore Иоанн 19:28
3
Иоанн 19:26-27
Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу». «Акӑ санӑн Аннӳ», – тенӗ унтан вӗренекенне. Ҫав вӑхӑтран вара ҫак вӗренекен Иисус Амӑшне хӑй патне илнӗ.
Explore Иоанн 19:26-27
4
Иоанн 19:33-34
Иисус тӗлне ҫитсен салтаксем Вӑл вилнине курнӑ та Унӑн урисене ватас темен. Анчах та пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.
Explore Иоанн 19:33-34
5
Иоанн 19:36-37
Ҫапла майпа Ҫырнинче «Унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ. Ҫырнинче тепӗр тӗлте ҫапла калани те пур: «Хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ».
Explore Иоанн 19:36-37
6
Иоанн 19:17
Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.
Explore Иоанн 19:17
7
Иоанн 19:2
Салтаксем йӗплӗ кӳкен хуллинчен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхса ӑна Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине патшалла хӗрлӗ тум уртса янӑ.
Explore Иоанн 19:2
Home
Bible
Plans
Videos