1
Иоанн 17:17
Синодальный НЗ
Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа сӑвапласа тасат: Санӑн сӑмаху – чӑнлӑх.
Compare
Explore Иоанн 17:17
2
Иоанн 17:3
Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Ху кунта янӑ Иисус Христоса пӗлни ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пулать те ӗнтӗ.
Explore Иоанн 17:3
3
Иоанн 17:20-21
Вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп. Вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекен кашни ҫыншӑн кӗлтӑватӑп. Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр тесе, Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр тесе кӗлтӑватӑп.
Explore Иоанн 17:20-21
4
Иоанн 17:15
Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.
Explore Иоанн 17:15
5
Иоанн 17:22-23
Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм. Эпӗ – вӗсенче, Эсӗ те – Манра. Вӗсем те чӑннипех пӗр пулччӑр. Мана Эсӗ янине тата Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр.
Explore Иоанн 17:22-23
Home
Bible
Plans
Videos