1
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:8
Синодальный НЗ
Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».
Compare
Explore Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:8
2
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:7
Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар.
Explore Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:7
3
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:4-5
Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ. Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр».
Explore Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:4-5
4
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:3
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.
Explore Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:3
5
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:9
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ.
Explore Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:9
6
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:10-11
Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
Explore Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1:10-11
Home
Bible
Plans
Videos